Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тухать эстрада ҫине тусӑм (Волгин В.)


Тухать эстрада ҫине тусӑм,
Вулать вӑл Ҫеҫпӗл сӑввине.
Сасси янравлӑ унӑн, уҫӑ, —
Ярсах илет чун-чӗрене.

Ун ҫутӑ куҫӗсем хӗлхемлӗ,
Ӑна итлетӗн те туян:
Тӑван ҫӗршыв ҫынни илемлӗ,
Юрри-ташши те пит пуян!

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми